Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри икӗ арҫын сыр тума вӗреннӗ. Ҫак тӗллевпе вӗсем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫул тытнӑ. Унта биотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологипе ял хуҫалӑх продукцине тирпейлеме хӑнӑхтаракан кафедринче вӗреннӗ. «Сыр тӑвакан-ӑста» курса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сергей Федоров тата Шупашкарти предприятисенчен пӗринче ӗҫлекен Леонид Шкирдов ҫӳренӗ. Сыр тӑвассин вӑрттӑнлӑхне вӗсем пӗр уйӑх хӑнӑхнӑ. Унтан «Академилле сыр» хатӗрлесе кӑтартнӑ. Сергей Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнче халӑхран сӗт пухассипе тимлет. 1996 ҫулта вӑл ял хуҫалӑх академийӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Леонид Шкирдов сыр цехӗн бригадирӗнче ӗҫлет. Арҫын сырӑн тӗрлӗ сортне: ҫав шутра ҫемҫисене (фермер, моцарелла), тӑварлисене (брынза, сулугуни) тата ҫурма хыттисене (качотта) тума пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри В. Журавлев ятлӑ фермер ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрушӑн пӑшӑрханса «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫыру шӑрҫаланӑ. Алла ручка тытнӑ фермер Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӳпкелеме пӑхни сисӗнет. Михаил Васильевич сӑра вӗретмелли урпа ӳстермелле тесе темиҫе ҫул каялла «мӗнпур кӗтесре» каланӑ имӗш. «Пӗтӗм республика, ҫав шутра эпӗ те сӑра вӗретмелли урпа туса илме тытӑнтӑмӑр. Анчах ӑна эпӗ те, ыттисем те пӗр килограмм та вырнаҫтарайман. Сӑра вӗретмелли урпана выльӑха панӑ», — шӑрҫаланӑ фермер. Унтан вӑл сӑра вӗретмелли тата фуражлӑх урпана апат единици виҫипе танлаштарса кӑтартнӑ. Иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑх 10 процент-мӗн. Ҫакӑ республикӑри хресчене миллионшар тенкӗ тӑкака кайса ларнӑ пулать. Фермера ӗненсен, халӗ Михаил Васильевич тата урӑх йышши ял хуҫалӑх культурисем туса илме калать-мӗн. Анчах В. Журавлев Элтепер хыҫҫӑн каймалла мар тени туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрулмин ҫӗнӗ сортне лартса ӳстерес килет-и? Эппин, сирӗн курава васкамалла. Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлӗ. Унта Раҫҫейри 25 регионти 90 яхӑн компани хутшӑнӗ. Курава Беларуҫ та хӑйӗн ҫимӗҫне илсе килӗ. Курав ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Питӗ меллӗ: кирлӗ пулсан ӑна Шупашкарта пурӑнакансене киле ҫитиех пырса парӗҫ – тӳлевсӗрех. Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ, 6 автотехника ӗҫлӗ. Вӑрлӑх ҫӗрулмине урамра, Николаев ячӗллӗ суту-илӳ комплексӗнче сутма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрсан сутмалли вырӑнсене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ. Кун пирки маларах пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Юрма» агрохолдинг» тулли мар яваплӑ обществӑран 304 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Предприяти тӑпрана вараланӑ-мӗн, ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Пӗрремӗш тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, «Юрмаран» тӑпрана сиенлетнӗшӗн 144 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле, тепӗр тавӑҫра вара – 160 миллион тенкӗ палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те предприятин проект хатӗрлемелле, каяшпа вараланӑ ҫӗре йӗркене кӗртмелле. Тавӑҫсене Шупашкар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Судья шыраса илмелли укҫа виҫине пӗчӗклетме пултарать. Е сиенлетнӗ ҫӗре рекультваци тутарма йышӑнӗҫ. Пӗрремӗш ӗҫпе суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе – нарӑсӑн 28-мӗшӗнче. Аса илтерер: «Юрма» кайӑк-кӗшӗк каяшне тара панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫине тӑкнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче теплицӑсем пулӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта хута каймалла. Теплицӑсенче пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ. Хальхи йышши теплицӑсем тума 6 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пахча ҫимӗҫ ӳстерекен ҫынсене пухма тытӑннӑ. Теплицӑсенче ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсене Кӳкеҫ поселокӗнче утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче «Нива» вӗренӳ центрӗнче вӗрентӗҫ. Вӗсене стипенди тӳлӗҫ, ҫул укҫине саплаштарӗҫ. Теплицӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ сахал мар пуласса шантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агроном 45 пин тенкӗ илӗ. Пахча ҫимӗҫ ӳстерекенсен ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗрен кая мар пулӗ. Ӗҫе илнӗ чухне чи кирли – аллерги ҫукки. Теплицӑсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме тытӑнасси пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ялта пурӑнакансене усламҫӑсем сӗте йӳнӗ хакпа пуҫтарни канӑҫсӑрлантарать. Ку ыйтӑва правительствӑра та сӳтсе яваҫҫӗ. Чӑваш Енре сӗт ярмӑрккисем уҫма палӑртнӑ. Вӑл ку шӑматкун Шупашкарта пӗрремӗш хут ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта вырӑнти сӗт юр-варне сутӗҫ. «Сӗт тӗнчи» ярмӑрккӑн тӗп лапамӗ «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ҫак тапхӑрта ҫынсен сӗт, турӑх, йогурт, тӑпӑрч, хӑйма, ҫу, чӑкӑт тата ытти юр-вара туянма май пулӗ. Кунашкал ярмӑрккӑ Канаш хулинче ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: сӗт хакӗ Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи федераци округӗнче те, Раҫҫейӗпе те тӑрук чакнӑ. Ҫакна тӳре-шара чикӗ леш енчен типӗ сӗт тата услам ҫу кӳрсе килнипе ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Юлашки вӑхӑтра «Чӑваш бройлерӗ» пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче те сӳтсе явнӑ. Ҫитес вӑхӑтра предприятире ӗҫлекенсен йышне чакарма палӑртнӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнисен мӗн тумалла вара? Республикӑра ятарласа комисси йӗркеленӗ. Вӑл предприятирен кӑларса янӑ ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшӗ. «Халӗ «Чӑваш бройлерӗнче» оператор тытӑмӗнче, тасатмалли сооруженисенче тӑрӑшакансене хӑварма тӑрӑшатпӑр», — тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Халӗ правительство «Чӑваш бройлерне» ура ҫине тӑма пулӑшакан инвестор шырать. Ку ыйту ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева питӗ шухӑшлаттарать. Вӑл ку эрне вӗҫӗнче Сочире иртекен инвестици канашлӑвне кайӗ. Унта РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑнӗ, шӑпах ҫавӑнта «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Суя пурнӑҫ — ҫур пурнӑҫ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Анчах Патӑрьел районӗнче фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑ арҫыншӑн ку чӑна килмен: суйни часах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 50 ҫулти арҫын — Шупашкартан. Патӑрьел районӗнче хресчен фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑскер ЧР Ял хуҫалӑх министерствине 6 миллион тенкӗ субсиди илмешкӗн документсем тӑратнӑ. Хайхискер пӗр фирмӑпа шӑвармалли хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн суя килӗшӳ тунӑ. Анчах арҫын нимӗнле техника та илмен. Асӑннӑ ведомство ӑна суда панӑ. Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ фермерӑн ҫав укҫана министерствӑн счечӗ ҫине куҫарса памалла. Суд приставӗсем вара хальлӗхе, парӑма татиччен, фермерӑн Тайотине тата Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ 2 ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Арҫыннӑн вӑхӑт нумай юлман: унӑн парӑма 10 кунра парса татмалла. Унсӑрӑн вӑл хӑйӗн пурлӑхӗсӗр тӑрса юлма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Оксана Лут тата Михаил Игнатьев Чӑваш Енре 6 миллиард тенкӗ ытла тӑракан теплица хута каймалла. Ӑна кӑҫал кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗклекенни — «Ренова» компани. Теплица тӑвакан компание кивҫен укҫа парса Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ пулӑшӗ. Паян ҫак тата ытти ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗпе Оксана Лутпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. 2014-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Россельхозбанк» общество пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унтанпа кредит организацийӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсене кӑна мар, экономикӑн ытти сферинче тӑрӑшакансене те самай укҫа парса пулӑшнӑ. Малашне те вӑл пирӗн тӑрӑхран каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Penza-press.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра сӗт ярмӑрккисем уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ. Сӗт хакӗ чакса кайнине ӗнер Чӑваш Енӗн правительствин тунтикунсерен иртекен канашлӑвӗнче хускатнӑ чух министр сӗт рынокӗнчи конкуренцие вӑйлатма сӗт ярмӑрккисем йӗркелес шухӑша палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗх пур иккен. Канаш районӗнчи Шӑхасанта сӗт ярмӑркки ирттернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, сутма илсе тухнӑ сӗт кун каҫипе сутӑнса пӗтнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, 1,5 литр сӗте халӑх 60 тенкӗ парса туяннӑ. Сӗт ярмӑрккине кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Ҫак меслет сӗт хакне пӗтӗмӗшле витӗм кӳрейресси пирки ҫапах та татса калама йывӑртарах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |